Ăнлантарса пани.
Литература вулавĕ. Унăн хăйьевĕрлĕхĕ.
Вулав – пуплевпе шухăшлава аталантармалли тĕп ĕç- хĕл. Пуçламăш классенче вулав пĕлтерĕшĕ уйрăмах пысăк, мĕншĕн тесен шăпах çак вăхăталла этемĕн ăс – хакăлпа кăмăл – сипет пахалăхĕсем, ĕç – хĕл тĕсĕсем никĕсленеççĕ.
Вулав хăнăхăвĕсене аталантарасси халиччен ытларах класри тата класс тулашĕнчи вулав урокĕсенче пулса пырать.
Литература вулавĕ - пуçламăш классенче чĕлхене вĕрентес меслетлĕхре çĕнĕ ăнлав. Ку уроксене – вулавран литературăна куçмалли çул – йĕр вырăнне хураççĕ.
Вулав урокĕсенче ытларах ачаран пултаруллă вулакан тат итлекен хатĕрлессине тĕп вырăна лартнă пулсан, литература вулавĕн урокĕсен тĕллевĕ самай анлăланать, вăл вĕренекентен пултаруллă вулавçă хатĕрлессипе çыхăнса каять. Литература вулавĕнче çак задачăсене лартатпăр, вĕсене пурнăçа кĕртес ĕç никĕсне хывса хăваратпăр:
o ача çитĕнсен мĕнпур этемлĕхĕн литература пуянлăхне ăнланма, хисеплеме, унпа киленме пултартăр;
o тĕнче литературин пÿлминче чăваш литературин тÿпи те пысăк пулнине ăнкартăр;
o хайлава ăнланса илме ăна хайланă пекех йывăррине асăрхатăр;
o кирек хăш хайлав та çыравçă пуçĕнче шăранса калăпланнă, шухăшласа кăларнă япала иккенне чухлатăр, хăй те хайлас ĕçе явăçма сĕмлентĕр;
o ача – пăча ăс – тăн тĕлĕшĕнчен çеç мар, чи малтан кăмăл – сипетпе туйăм – сунăм тăлăшăнчен тасалса пуянлантăр.
Литература вулавĕ пуçламăш шкулăн чи пысăк икĕ тĕллевне пĕрлĕхлĕн татса пама май парать:
· вулама тата кĕнекене юратма вĕрентет;
· литература хайлавне ăнланма тат унпа ĕçлеме вĕрентет.
Палăртнă тĕллевпе килĕшÿллĕн, тĕпрен илсен тата çак задачăсене татса памалла:
· ачасен харкам ÿсĕмне тивĕçтерекен литература хайлавĕсене вулас кăмăлне амалантарасси;
· хайлав хăнăхăвĕсене лайăхлатса, çивĕчлетсе парасси;
· хайлав тексчĕпе ĕçлемелли пуçламăш хăнăхусем калăпласси;
· хайлавсене туллин ăнланса ăса хывма вĕрентесси;
· илемлĕ хайлавсене ăса хывмамалли, асăмламалли мелсене (палăртуллă вулав, пăхмасăр калама вĕренесси, драмăласси, сăмахлă ÿкерчĕк, ăславлă каласа парасси) алла илесси;
· литература пĕлĕвĕн ансат «нлавĕсемпе паллаштарасси, вĕсен тĕслĕхĕсене текстра тупма хăнăхтарасси, чĕлхе илемне туйма, чухлама вĕрентесси;
· пурнăçри (çут çанталăкри, этемпе этем, этемпе çут çанталăк хутшăнăвĕнчи) илеме асăрхама, юратма хăнăхтарасси, чун –чĕрепе кăмăл – сипеттĕлĕшĕнчен тасарах пулма хавхалантарасси.
Литература вулавĕ
Ăнлантарса пани. 2 класс.
Ĕç программине Пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн патшалăх стандарчĕн федераллă компонентне (Федеральный компонент Государственного стандарта общего образования //Вестник образования России. – 2004 - №4) ; Тăван чĕлхе программи: чăваш шкулĕн 1-4 класĕсем валли/М.К.Волков, Л.П. Сергеев, Т.В.Артемьева, О.И.Печников. – Шупашкар: Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн издательстви, 2008. – 88с.) ,тата Пуçламăш шкулта литература вулавне йĕркелесси: Меслетлĕх кăтартăвĕсем. /Шупашкар, 2007. тĕпе хурса хатĕрленĕ.
Программăна пурнăçа кĕртме тĕп кĕнеке вырăнне Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви усă курма ирĕк панă Т.В.Артемьева, О.И.Печников авторсен «Тăван сăмах» кĕнекипе Г.В.Лукоянова, З.Н.Портнова, А.Р.Кульева авторсен хушма вулав кĕнеки «Шевле» тесе йышăннă тата «Ешӗл калча» кӗнеки.
Уроксен тематикине учебникринчен улăштарман.
1– мĕш класра ăса хывнă ăслайсемпе хăнăхусем çине таянса, вĕсене малалла тарăнлатса, пуянлатса пырас тĕлĕшпе ĕçлемелле.
Малтанхи вăхăтра вулав ăслайĕсемпе хăнăхăвĕсене лайăхлатса пырасси, текстпа ĕçлес хăнăхăва çивĕчлетесси тĕп вырăнта тăрать. Литература вулавĕн урокĕсен ытларах пайĕ текстпа ĕçлеме, вулав хăнăхтарăвĕсем ирттерме каять.Çак ĕç ачасен пуплев ĕç –хĕлĕн ытти тĕсĕсене ( калаçу, çыру, тăнлу, итлев) аталантарассипе çыхăнса пĕр харăс, юнашар пулса пырать. Вулав ăслайĕсем çивĕчленсе, аталанса пынă май илемлӗ хайлава тишкересси маларах тухса пырать.
Программа 102 сехет ирттерме палăртать. Кашни эрнере - 3- шер сехет. Класс тулашĕнчи вулав урокĕ икĕ эрнере пĕрре пулса пырать. Çулталăкра – 17 сехет.
1 –мĕш чĕрĕкре – 27 сехет
2 - мĕш чĕрĕкре- 21 сехет
3 - мĕш чĕрĕкре –30 сехет
4 - мĕш чĕрĕкре – 24 сехет
2 класра ăса хывмалли ăслайсемпе хăнăхусене çапларах палăртатпăр:
Вулав хăнăхăвĕсем:
· - тĕрĕс, ăнланса, пĕр тикĕссĕн, сăмахсене вакламасăр вуласси;
· Вулав хăвăртлăхĕ минутра 50 сăмахран кая мар пулмалла ( ăшра вуланă чухне сăмах шучĕ 60 таран ÿсмелле);
· -вуланă чух шухăша пăсмасăр, тĕрĕс чарăнусем туса сывлăш çавăрса ярасси, текстра паллакан тата палламан сăмахсене уйăрасси;
· хутсăр предложенин пур тĕсĕсене те тĕрĕс интонаципе вуласси;
· пĕлтерĕшне тата шухăшне кура текста хăвăрт е хуллен, сасса хăпартса е хăпартмасăр вуласси.
Текстпа ĕçлесси:
· тест ятне ăнлантарасси;
· учитель ертсе пынипе текста, ĕçсен йĕркине кура пĕлтерĕшлĕпайсене уйăрасси, вĕсене ят парасси ( план тăвасси);
· ансат план тăрăх хайлава асăмласа каласа парасси;
· харкам шухăша текстри тĕслĕхсемпе çирĕплетесси;
· учитель пулăшнипе хайлавăн тĕп шухăшне палăртасси;
· юмаха, калава, сăвва пĕр – пĕринчен уйăрса илесси.
Пуплеве аталантарасси:
· текстра тĕл пулакан çĕнĕ сăмахсен пĕлтерĕшне уçăмлатасси;
· пулăма, сăнарсене сăнлама сăмахсен ретĕнчен вырăнлăраххисене, витĕмлĕреххисене суйласа илесси;
· сăмахăн тÿрĕ тата куçăмлă пĕлтерĕшĕсене палăртасси;
· чĕлхе туйăмне çивĕчлетесси;
· нумай пĕлтерĕшлĕ сăмахсен пĕлтерĕшĕсене ăнкарма, сăмах пулăвне чухлама хăнăхасси.
Литература теорийĕн никĕсĕсем:
· илемлĕ литература хайлавĕсемпе фольклор хайлавĕсене , вĕсен жанрĕсене уйăрма вĕренсе пырасси;
· хайлав тытăмне ăнланасси (композиции, сюжет);
· сăнарсен ĕçĕсемпе хăтланăвĕсене сăлтавласси;
· хайлаври сăнлăх тата сăнарлăх.
· пултарулăх хатĕрĕсене курма, вĕсемпе усă курма хăнăхасси.
Программа Пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн Патшалăх стандарчĕн федераллă компонентне тивĕçтерет.